Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Убеевская средняя общеобразовательная школа имени дважды Героя Социалистического Труда Дементьева Петра Васильевича» Дрожжановского муниципального района Республики Татарстан (Татарстан Республикасы Чүпрәле муниципаль районының «Ике тапкыр Социалистик Хезмәт Герое Дементьев П.В. исемендәге Уби урта гомуми белем бирү мәктәбе» муниципаль бюджет гомуми белем бирү учреждениесе)
Визитная карточка
| Адрес: | 422464, Республика Татарстан, Дрожжановский район, с. Убей, ул. Красная Площадь, д. 48 |
| Телефон: | +7(843)-753-55-25 |
| E-Mail: | Sub.Drz@tatar.ru, school.ubi@yandex.ru |
| Министерство: | Министерство образования и науки Республики Татарстан |
| Короткое название: | МБОУ "Убеевская СОШ имени Дементьева П.В." |
| Руководитель: | Молгачев Сергей Агафонович |
| Год основания учреждения: | 1839 |
| У нас учатся: | 71 учащихся |
| У нас учат: | 20 учителей |
Новости Убеевской сош
Прошла "Веселая масленица".
Опубликовано: 27.02.2012
Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче урамра кунĕпех çил- тăман алхасрĕ. Эх, вĕçтерет! Çак çанталăка пăхмасăр Упири вăтам шкул ачисемпе вĕрентекенĕсем, шкул умĕнче Çăварние ăсатрĕç. Шкул ачисем эрне малтан уява хатĕрленме пуçларĕç. 7-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таранччен ачасем Çăварни юррисем юрлама вĕренчĕç, арчасенчи асаннесен авалхи тумĕсене якатрĕç, çӳçеллĕ тутрисене тупса хучĕç.
Уява 11-мĕш класра вĕренекенсем ертсе пычĕç.. Вĕсем Çăварни юрри-ташшисемпе, шÿтлĕ сăвă-такмаксемпе вĕренекенсене савăнтарчĕç.Çавăн пекех Л.П.Сердцева ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.10-мĕш класра вĕренекенсем „Блины” юрра шăрантарчĕç. Ачасем çунашкасемпе тата йĕлтĕрсемпе ярăнчĕç, тĕрлĕ ăмăртусем, вăйăсем выляса савăнчĕç. 11-мĕш класра вĕренекенсем çуллă икерчĕ - кукăльсемпе хăналарĕç, вĕри чейпе сăйларĕç. Çăварни йăли-йĕркине чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.А.Сердцева тытса пычĕ.
Акă Çăварни Карчăккин кĕлеткине çунтарма та вăхăт. Пĕтĕм усал- тĕсел, чир-чĕр, хаяр хĕл кая юлтăр! «Гори, гори ясно, чтобы не погасло!» — тесе, Çăварни Карчăкки кĕлленсе пынине сăнарĕç.
Ачасене уяв питĕ килĕшрĕ.
К списку новостей









